Ака уйăхěн 20-мĕшĕнче шкулта 2-4 тата 5-8 классем хушшинче «Çăлтăркăч» конкурс иртрĕ. Конкурсра тăван чĕлхен пĕлĕвне, Карай тăрăхĕнчи паллă çынсене пĕлнине, ĕç çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене пĕлнине тĕрĕсленĕ. Çавăн пекех ачасен хăйсен пултаруллăхне те кăтартмалла пулнă. 2-4 классем хушшинче конкурсра 36 балл пухса 2-мĕш класра вĕренекен Гордеева Нелли çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. 2-мĕш вырăна Иванов Егор 30 балл пухса йышăннă. 3-мĕш вырăнта -- Дмитриева Татьяна, ( 4 класс), 28 балл. Аслă классенче вĕренекенсенчен 43,5 пухса 5-мĕш класра вĕрнекен Иванова Карина çĕнтерÿçĕ пулчĕ. 2-мĕш вырăнта -- Иванова Екатерина (7 класс), 41 балл. Виççĕмĕш вырăнта Спиридонова Алёна ( 6 класс), 40 балл.