Сырăшсем

Кăçалхи  çул  хĕл ир килчĕ темелле. Тавралăх шурă  юрпа  хăвăртах витĕнчĕ.Тĕрлĕ  тискер чĕрчунсемпе вĕçен кайăксемшĕн ку, паллах, аванах мар. Çавăнпах пулĕ çерçисемпе  кăсăясем час-часах пирĕн умран шикленмесĕрех веçсе иртеççĕ, тепĕр чух чарăнсах питĕ хытă чĕвĕлтетеççĕ.

   Пĕррехинче  çакскерсем пуçтарăннă пирĕн  шкул умĕнче ÿсекен хитре лăпсăркка чăрăш турачĕсем çинче. Темĕнле пысăк пуху ирттернĕ  евĕр чĕвĕлтетеççĕ. Вĕсене асăрханă вĕрентекенсем те, вĕренекенсем те тавçăрса илнĕ вĕсен шухăшĕсене. Шкулта линейка умĕнче  кайăксене Хĕл Мучи парни туса пама чĕнÿ кăлартăмăр.  Хаваспах килĕшрĕç пурте кайăксене пулăшма, хĕллехи вăхăтра апатланмалли сырăшсем тума.

  Шкулта малтанах  сырăшсен  выставкине йĕркелерĕмĕр. Мĕн терлĕ асталанă ĕç çук пулĕ кунта?  Пĕрисем сыврăшсене хут картонран, теприсем пластик кĕленчисенчен, виççĕмĕшсем вара йывăçран ăсталанă. Кĕçĕн класри  ачасене  ашшĕсем, аслашшĕсем,пиччĕшĕсем пулăшни  çав тери савăнтарчĕ тата.

    Димитриева Таньăпа  Сергеева Кристина  вара  (вĕсем  иккĕш те 5-мĕш класра веренеççĕ)   икĕ хутлă сырăш ăсталанă . «Иккĕмĕш хута  хăпарнă чухне урисене шăлса кĕмелле»- тесе çырнă .

  Ванюкпа Якур Ивановсем те  хăтлă сырăшсем  туса килнĕ. Вĕсем ăна ашшĕпе пĕрле ăсталанă. Потапов  Р.,  Степанов  К.  Гордеева Н. тата  ыттисем те  хитре,          сырăшсем туса килнĕ.  Пурте хăйсен ĕçĕсемпе мухтанма пултарчĕç. Шкул дирекцийĕ те ачасен ĕçне пысăка хурса хакларĕ, вĕсене Хисеп хучĕсемпе тата тутлă кучченеçпе чысларĕ.

   Сырăшсене  ачасем шкул йĕри- тавра вырнаçтарчĕç. Çутçанталăк тусĕсем хĕл кунĕсенче кайăксен столовăйĕсене пăхса тăма, апаптпа тивĕçтерме самах пачĕç. Ырă сунса кĕтетпĕр сире, вĕçен кайăксем!