Шкул коллективĕ – пысăк концертпа

       Çĕртме уйăхĕн 2-мĕш кунĕнче шкул коллективĕ пысăк концерт лартрĕ.  Концерта шкул ачисем «Манăн юратнă шкул» юрăллă-ташăллă сюитăпа пуçларĕç. Уяв программине ертсе пыракансем Р.Г. Порфирьева аслă вожатăйпа Егор Иванов вĕренекен çак концерта Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна халалланине пĕлтерчĕç, уяв ячĕпе саламларĕç.

   Ун хыççăн сцена çине шкул çулне çитмен пепкесем (воспитателĕ Н.И. Сергеева) тухса пурне те хăйсен юрри-ташшипе тĕлĕнтерчĕç, нумайччен вĕсене алă çупса тав турĕç куракансем.

   Концерта ертсе пыракансем сăмах шкул директорне Р.И. Малининана пачĕç. Римма Изосимовна ачасене, вĕрентекенсене, пухăннисене Пĕтĕм тĕнчипе паллă тăвакан ачасене хÿтĕлемелли кун ячĕпе (çут çанталăк пулăмĕсене пула концерт çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 2- мĕш кунне куçарма тивни çинчен пĕлтерчĕ, каçару ыйтрĕ), Аслĕ çимĕк уяв ячĕпе, ачасемпе вĕрентекенсене вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ, хаваслă каникул пуçланнă ятпа ăшшăн саламларĕ, çуллахи вăхăта усăллă ирттерме, канма, сывлăха пиçĕхтерме ăнăçу сунчĕ, шыв çинче, çул-йĕрте, вут-кăварпа инкексем ан пулччăр тесе асăрханмаллине ас тутарчĕ.

  Унтан вăл вĕренÿре «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пынисен пысăк ушкăнне Мухтав хучĕсем парса чысларĕ. Шкул директорĕ вĕренÿ çулĕнчи ÿсĕмсем çинче те чарăнса тăчĕ. «Эпир çак концертпа хамăр ĕçе пĕтĕмлетес терĕмĕр, манăн ăна концерт-отчёт тесе калас килет»,-- терĕ Римма Изосимовна. Юрă, ташă, сăвă, тĕрлĕрен конкурссенчен илнĕ сценкăсем пулчĕç уяв концертĕнче. Пĕр ача та аякра юлмарĕ. Çав вăхăтрах залра шкул ачисен ĕçĕсенчен йĕркеленĕ пысăк та пуян выставкăпа паллашма май пулчĕ куракансен.

  Тăхтавсем туса шкул директорĕ тĕрлĕрен конкурссемпе спорт тупăшăвĕсенче çĕнтернисемпе шкулти мероприятисене активлă хутшăнакансене, шкул пурнăçне интереслĕрех тăвассишĕн тăрăшакан ачасен пысăк ушкăнне грамотăсем парса хавхалантарчĕ.

   Рената Георгиевнăпа Егор Иванов шкул пурнăçĕпе, çитĕнĕвĕсемпе паллаштарса пычĕç.

    Ашшĕ-амăшĕсен пысăк ушкăнне тата спонсорсене Тав хучĕ парса ăшшăн саламларĕ Римма Изосимовна. Концерт вĕçленес умĕн ĕçре палăрнă, ырми-канми ĕçленĕ вĕрентекенсене те палăртса хăварчĕ, Хисеп хучĕсем пачĕ.

    Концерт икĕ сехете яхăн пычĕ пулин те никам та ывăнмарĕ, куракансем артистсене ал çупса хавхалантарсах тăчĕç.

    Концерта ирттерме Кану çурчĕн илемлĕх ертÿçи А. П. Алексеев пысăк пулăшу пачĕ. Ăна та тав тума манмарĕ шкул дирекцийĕ.

    Артистсене Кану çурчĕн пуçлăхĕ Л.Л. Алексеева  тата «Ирина» лавккан ертÿçи

 И.Н. Степанова ăшшăн тав турĕç, парнесем парса савăнтарчĕç.

      Шкул коллективĕ пысăк концертпа, чăннипех, хăйĕн ĕçне пĕтĕмлетрĕ.