Тимуровецсем тĕнче класлă спорт мастерĕ, Григорьев Анатолий Николаевич, патĕнче хăнара.

Паян, пĕлÿ кунĕнче Карайри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулти тимуровецсем тĕнче класлă спорт мастерĕпе, кунта нумай çул физкультурăпа вĕрентнĕ Анатолий Николаевич Григорьев патĕнче хăнара пулчĕç. Спорт мастерĕ ачасене хапăл туса кĕтсе илчĕ, пылпа хăналарĕ. Шкул директорĕ Малинина Р.И., физкультура учителĕ Иванова В.Ю. тата тимуровецсен ертÿçи Ефимов С.В. Анатолий Николаевича Пĕлÿ кунĕпе саламларĕç. Вăл ачасене спорта юратма хистерĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ.