Хăнара чăваш халăх çыравçи - Юхма Мишши.

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Карай шкулĕнче Чăвашсен обществăпа культура центрĕн ертÿçипе, чăваш халăх поэчĕпе Михаил Николаевич Юхмапа тата "Благодать" финанс холдингăн директорĕпе Игорь Михайлович Нарышкинпа тĕл пулу иртрĕ. Хаклă хăнасене чăваш тумлĕ вĕренекенсем юрласа çăкăрпа тăварпа кĕтсе илчĕç. Кĕçĕн класра вĕренекенсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Тĕл пулăва шкул директорĕ Малинина Римма Изосимовна уçрĕ. Вăл кĕскен чăваш халăх поэчĕн кун-çулĕ, ун ырă ĕçĕсем çинчен, хамăр тăрăхра, Сурăм хĕрринче çуралса ÿснĕ аслă та чаплă Пайдул Искеев паттăр çинчен каласа пачĕ, унăн сăввисене вуларĕ. Унтан вырăс чĕлхипе вĕрентекен Семенова О.К. Юхма Мишшин хайлавĕнчи сыпăкне Çырмапуç ял уявĕнче усă курни çинчен каласа пачĕ. Ку хайлава унăн мăнукĕ Николаева Анастасия вуланă.  Михаил Николаевич хăйĕн пурнăçĕнчи паллă тапхăрĕсене аса илчĕ, хăйĕн ĕçĕсемпе, çавăн пекех вăл пире паллă та хастар ырă кăмăллă ĕçчен "Благодать" финанс холдингăн директорĕпе Игорь Михайлович Нарышкинпа паллаштарчĕ. Вăл тăвакан ырă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Нарышкин И.М. писательсене, культура ĕçченĕсене, шкул вĕренекенĕсене пулăшать. Уншăн ăна Тав хучĕпе чысларĕ. Игорь Михайлович шкул библиотекин фондне 356 кĕнекепе пуянлатрĕ. ЧОКЦ ертÿçи М. Юхма шкул коллективне мухтавлă Пайдул Искеев поэт тата полководецăн аслă та чаплă пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тĕпчес тĕлĕшпе ăнăçлă вăй хурса пынишĕн Хисеп хучĕ парса тав турĕ. Шкул директорĕ парăмра юлмарĕ. Р.И. Малинина хăнасене Тав хучĕсем парса чысларĕ, вĕсене ăшшăн тав турĕ малашне те тачă çыхăнура пулма шантарчĕ. Унтан хăнасем шкулпа паллашрĕç. Çак тĕл пулăва "Ял пурнăç" хаçатăн редакторĕ Виктор Михайлович Данилов та хутшăнчĕ, ачасемпе вĕрентекенсене хамăр район хаçачĕпе  тачă çыхăнура пулма ыйтрĕ.