Шкул коллективĕ хăйĕн ĕçне пĕтĕмлетрĕ.

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕш кунĕнче шкул коллективĕн пысăк концерчĕ пуласси çинчен ялти халăх пĕлтерÿсенчен пĕлчĕ. Кĕтнĕ кун çитсен, выльăх-чĕрлĕхе пуçтарсан, пилĕк ял халăхĕ Тĕп Карайри кану керменне васкарĕ, ашшĕ-амăшĕ çеç мар, пурте васкарĕç. Шкул коллективĕ вĕренÿ çулне çакăн пек пĕтĕмлетсе вĕçлесси йăлана кĕрсе пырать.

Концерта шкул ачисен хорĕ  «Эпир çамрăксем – çĕршыв шанчăкĕ» юрăпа уçрĕ. Уяв программине ертсе пыракансем: Р.Г. Порфирьева аслă вожатăйпа С.В. Ефимов вĕрентекен çак концерта Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна халалланине пĕлтерчĕç, уяв ячĕпе саламларĕç.

Ун хыççăн сцена çине шкул çулне çитмен пепкесем (воспитателĕ Н.И. Сергеева) хăйсен пултарулăхне юрăллă-ташăллă сюитăпа пуçларĕç. «Чĕрĕ пуканесем» пурне те хăйсен юрри-ташшипе тĕлĕнтерчĕç, нумайччен вĕсене алă çупса тав турĕç куракансем.

Концерта ертсе пыракансем сăмах шкул директорне Р.И. Малининăна пачĕç. Римма Изосимовна ачасене, вĕрентекенсене, пухăннисене Пĕтĕм тĕнчипе паллă тăвакан ачасене хÿтĕлемелли кун ячĕпе, ачасемпе вĕрентекенсене вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ, хаваслă каникул пуçланнă ятпа ăшшăн саламларĕ, çуллахи вăхăта усăллă ирттерме, канма, сывлăха пиçĕхтерме ăнăçу сунчĕ, шыв çинче, çул-йĕрте, вут-кăварпа инкексем ан пулччăр тесе асăрханмаллине ас тутарчĕ.

Унтан вăл вĕренÿре «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пынисен пысăк ушкăнне Мухтав хучĕсем парса чысларĕ. Шкул директорĕ вĕренÿ çулĕнчи ÿсĕмсем çинче те чарăнса тăчĕ. «Эпир çак концертпа хамăр ĕçе пĕтĕмлетес терĕмĕр, манăн ăна концерт-отчёт тесе калас килет»,- терĕ Римма Изосимовна. Юрă, ташă, сăвă, тĕрлĕрен конкурссенчен илнĕ сценкăсем пулчĕç уяв концертĕнче. Пĕр ача та аякра юлмарĕ. Çав вăхăтрах залра шкул ачисен ĕçĕсенчен йĕркеленĕ пысăк та пуян выставкăпа тата ачасен портфолиосемпе паллашма май пулчĕ куракансен.

Тăхтавсем туса шкул директорĕ тĕрлĕрен конкурссемпе спорт тупăшăвĕсенче çĕнтернисемпе, шкулти мероприятисене активлă хутшăнакансене, шкул пурнăçне интереслĕрех тăрăшакан ачасен пысăк ушкăнне грамотăсем парса хавхалантарчĕ.

Ашшĕ-амăшĕсен пысăк ушкăнне (вĕсем мăшăрăн-мăшăрăн сцена çине хăпарчĕç).  Тав хучĕ парса ăшшăн саламларĕ вĕсене Римма Изосимовна. Вĕсен куçĕсенче савăнăçпа телей çиçсе тăраччĕ).

Концерт икĕ сехете яхăн пычĕ пулин те никам та ывăнмарĕ, куракансем артистсене ал çупса хавхалантарсах тăчĕç.

Концерта ирттерме Кану çурчĕн илемлĕх ертÿçи А. П. Алексеев пысăк пулăшу пачĕ. Ăна та тав тума манмарĕ шкул админстрацийĕ.

Артистсене Карай тăрăхĕн пуçлăхĕ Д.Ф. Платонов ăшшăн саламласа ачасене пылак кучченеç хутаçĕ тыттарчĕ  тата «Ирина» лавккан  админиситраторĕ, хĕрарăмсен Совечĕн  ертÿçи Степанова И.Н. ачасене тав туса пылак витаминсемпе сăйларĕ.  Унтан ашшĕ-амăшĕсен пысăк  ушкăнĕ сцена çине шарсемпе пылак кучченеçсемпе хапарса кашни ачана пылак сивтутлăш парса савăнтарчĕç. Весен ячĕнчен шкул Совечĕн ертÿçи Димитрива Н.А. сăмах илчĕ. Çакнашкал шкул ĕçне пĕтĕмлетсе, ачасен пултарулăхĕпе паллаштарасси йăлана кĕрсе пынишĕн  савăнни çинчен пĕлтерчĕ, шкул администраципе коллектив ĕçне пысăк хак пачĕ. Малашнехи ĕçре ăнăçусем сунчĕ. Тав сăмахĕсем нумай пулчĕç сцена çинче: «Шкул коллективĕ пысăк концертпа, чăннипех, хăйĕн ĕçне пĕтĕмлетрĕ. Пире, ашшĕ-амăшĕсене, питĕ килĕшрĕ. Пирĕн шкул аван ĕçлесе пынине куртăмăр, хавхалантăмăр, мăнаçлантăмăр, çунатлантăмăр. Тавах унта вăй хуракансене. Пирĕн шкулăн алăкĕсем яланах яр уçă пулччăр!

Пурте савăк кăмăлпа килсене саланчĕç. Çапла ялан пĕрле туслă ĕçлесен - çимĕçĕ  пулатех.