Ашшĕ-амăшĕсен конференцийĕ

Чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче шкулта ашшĕ-амăшĕсен конференцийĕ иртрĕ.

 Чи малтанах шкул çумĕнчи ача пахчине çÿрекенсем тата шкул ачисем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç,

 аннесене çывхарса килекен уяв ячĕпе саламларĕç.

Ун хыççăн конференцире шкул ачисен апатне кирлĕ шайра йĕркелессине, апат хакне пăхса тухрĕç.

 Ку ыйтупа шкул директорĕ Малинина Р.И. тухса калаçрĕ, район администрацийĕ кăларнă постановленисемпе, шкул приказĕсемпе паллаштарчĕ, ашшĕ-амăшĕсем панă ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Кириллова И.Н. I чĕрĕк пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ тата интернет хăрушлăхĕ,

вăл ачасене мĕнле сиен кÿме пултарни çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕ.