Аслă Аттелĕх вăрçи вĕçленнĕренпе 75 çул çитнине халалласа 75 ырă ĕç туса ирттермелле тесе палăртнăччĕ шкул ачасем Астăвăмпа паттăрлăх çулталăкне уçнă май. Пĕрремĕш ĕçе вĕсем паян пурнăçларĕç те ĕнтĕ. Паян, кăрлач уйăхĕн 28- мĕш кунĕнче, 1-8 классенче ăс пухакансем тыл ветеранне тата Карай ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн председательне шкула йыхравларĕç.
Герасимова Мария Герасимовна – Кюльхĕрри ялĕнче 1936 çулта çуралнă. «Вăрçă пуçланнă çул эпĕ пиллĕкре пулнă, аттене фронта ăсатнине питĕ лайăх астăватăп, -- çак сăмахсемпе пуçларĕ аса илу саманчĕсене салтак ачи. – Çур çĕр иртни пĕррере повестка килсе пачĕ аттене почтальон. Пуçларĕ вара апай хыпкаланма, чупкалама, çĕнĕ çăкăр пĕçерме чуста çăрчĕ, атте валли çĕнĕ кĕпе-тумтир кăларчĕ … Эпир те, 3 пĕчĕк ача, куç хупмарăмăр çав каç, ыйхă килмерĕ çак хыпара илтсен. Аттене юлашки хут куртăм çав кун. Шел, вăрçă хирĕнчен таврăнаймарĕ вăл. Виçĕ ачана пĕчченех пăхса ура çине тăратрĕ анне, пирĕншĕн вăл атте те, анне те пулчĕ.
Йывăр килчĕç ачалăх çулĕсем: çамрăклах çăпата тума, çăм арлама вĕрентĕм. Колхозра коксакăс пуçтарма илсе каятчĕç ачасене, пĕр кун ĕçленĕшĕн пĕр канихвет çитеретчĕç. Уншăн пит савăнаттăмăрччĕ. Çăкăр çитсе пымастчĕ çиме, кĕр кунĕсенче уя çĕрĕк çĕр улми пуçтарма каяттăмăр. Апай çĕрулмине типĕтсе çăнăх тăватчĕ, унтан вара хуплу пĕçеретчĕ. Пĕчĕклех алла çурла тытна, аслисемпе пĕрле тырă вырнă. Йывăр пулнă, анчах никам та нăйкăшман, ĕçрен аякра тăман. Вăрçă вăхăтĕнче пурте фронта валли, пурте çĕнтеру валли тесе шутланă, çĕнтерĕве ĕненсе те шанса пĕтĕм ĕçе тунă.
Шкулта 6 çул çеç вĕренме тÿр килчĕ. Çамрăклах лашасем пăхрăм, кайран 13 çул хушши сысна ферминче ĕçлерĕм. Витисем кивĕччĕ, сивĕччĕ вăл вăхăтра. Çурасене хĕрхенсе хам тăхăнакан кĕрĕке витсе яраттамччĕ вĕсем çине. Халĕ çав самантсене аса илсен кулăшла та пек туйăнать» (Пĕрремĕш хут кулă çиçрĕ ват кинеми пичĕ çинче çак сăмахсене каланă чух).
Мария Герасимовна аса илĕвĕсемпе çеç мар, тĕл пулăва килнĕ çи-пуçĕпе те тыткăнларĕ шкул ачисене. Çулĕсене кура мар илемлĕ те тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ кинемей хăй тĕртсе тунă, хăй аллипе çĕлене, хăй аллипе тĕрленĕ пир кĕпине тăхăнса килнĕ, урине вара хăй тунă çăпата сырнă. Ку, паллах, ачасемшĕн кĕтменлĕх пулчĕ.
Малалла сăмаха Галина Ивановна Егорова, Карай ял тăрăхĕн ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) канашĕн ертÿçи илчĕ. Галина Ивановна кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕ историре мĕнпе палăрнине аса илтерчĕ. Пирĕн ентеш, вăрçа хутшăннă Иванова Ольга Марковна (шел, ветеран пирĕн хушăра çук ĕнтĕ) 1943-мĕш çулта Ленинград хули çывăхĕнче пынă çапăçусене хутшăннине аса илтерчĕ, Астăвăмпа паттăрлăх çулталăкĕнче район тата ял тăрăхĕнче ирттермелли мероприятисем çинчен кĕскен каласа пачĕ. Карай шкул ачисем яланах ваттисене сума сунине, пĕччен ватăсене яланах пулашса пынине палăртса хăварчĕ.
Асла Çĕнтерĕве халалласа Галина Ивановна шкул ачисем валли хăй енчен акци ирттересси çинчен пĕлтерчĕ. «Аслă Çĕнтерÿ кунне 75 «5» паллăпа кĕтсе илер! -- терĕ вăл. Акци январĕн 13- мĕшĕнче пуçланнă тесе шутлăпăр. Кам та кам дневникра 75 «5» маларах пухать – çав çĕнтерÿçĕ пулса тăрать, манран парнене тивĕç пулать», -- вĕçлерĕ сăмахне ветерансен канашен ертÿçи.
Калаçăва вĕçленĕ май шкул директорĕ И.Н. Кириллова хаклă хăнасене тав турĕ, çакăн пек тĕлпулусен пысăк та анлă пĕлтерĕшне палартса хăварчĕ, асăнмалăх пĕчĕк парне пачĕ.
Тĕлпулăва ачасем «Çĕнтерÿшĕн асаттене тавах!» («Спасибо деду за Победу!») юрра кар тăрса шăрантарса вĕçлерĕç.