Ака уйăхĕн 15-мӗшӗнче пирӗн хисеплӗ ентеш, паллӑ ҫыравҫӑ - Николай Дмитриевич Дмитриев-Карай ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитрӗ. Николай Дмитриевич пирӗн хушӑра ҫук пулин те, унӑн ятне Карай ял тӑрӑхӗнче манмаҫҫӗ.
Паян Карайри пӗтӗмӗшле тӗп пӗлӳ паракан шкулта Н. Д. Дмитриев- Карая аса илсе тӗрлӗ мероприяти иртрӗ: кӗҫӗн класра вӗренекенсем ентешӗн сӑввисене аса илчӗҫ, сӑвӑсенчи сӑнарсене ӳкерчĕксем туса сӑнларӗҫ, чӑваш чӗлхипе литературине вĕрентекен А. Ю. Никандрова "Н. Д. Дмитриев-Карай-паллӑ поэт-прозаик" ятлӑ литература сехечӗ ирттерчӗ. Ачасен пӗлӗвне тӗрӗслеме хаваслӑ викторина та иртрӗ. Чи пултаруллисем пӗчӗк парнесене тивĕçрӗҫ.
Ҫавӑн пекех шкулта Р. Г. Порфирьева библиотекарь йӗркеленипе " Н. Карая- 80 ҫул" кӗнекесен куравĕ ӗҫлерӗ.