Паян, ака уйăхĕн 18-мӗшӗнче, Карайри пӗтӗмӗшле тӗп пӗлӳ паракан шкулӑн кӗҫӗн класс вӗренекенӗсем тата Л. К. Степанова, В. А. Владимирова класс ертӳçисем Карайри кану ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ "Аваллӑх кӗтесӗнче" пулса курчӗҫ. Тӗл пулӑва Чӑваш чӗлхи уйӑхлӑхне тата Н. Д. Дмитриев- Карая ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Л. Ю. Платонова ачасене Карай тӑрӑхӗнчен тухнӑ паллӑ ентешсем ҫинчен каласа пачӗ. Г. И. Егорова вара "Аваллӑх кӗтесӗнчи" кашни
экспонатпа тӗплӗн паллаштарчӗ.
Вӗренекенсене уйрӑмах Н. Д. Дмитриев- Карая халалланӑ кӗтес кӑмӑла кайрӗ. (Ачасем Н. Карайӑн сӑввисене те аса илчӗҫ) .
Ҫавӑн пекех шӑпӑрлансене чӑваш тумӗ тӑхӑнса сӑн ӳкерттерме ҫав тери килӗшрӗ.
Ӑшӑ тӗл пулу техӗмлӗ чей ӗҫсе пылак ҫимӗҫсемпе сӑйланнипе вӗҫленчӗ.
Усӑллӑ та кӑмӑллӑ тӗл пулушӑн Любовь Юрьевнӑпа Галина Ивановнӑна пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр.