"Паян пирӗн шкулта уяв! - Чӑваш чӗлхи кунӗ. Эпир паян пурте пӗрле савӑнатпăр ", —тесе пӗлтерчӗҫ паянхи уява ертсе пыракансем.
Чӑваш чӗлхи--эс ман тӑван чӗлхем, ялан чунра ҫунса тӑран хӗлхем ... Тӑван ҫӗр-шыв атте-анне пекех пӗрре...
Пирӗншӗн те, Карай шкулĕнче ăс пухакансемшӗн, атте-аннен чӗлхи,тӑван халӑх историйĕ, йӑли-йӗрки, юрри-ташши, юмах-халапӗ ҫывӑх, хаклӑ. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ паянхи уява хатӗрленсе ачасем чӑваш юррисене вӗренчӗҫ, ташшисене тишкерчӗҫ, юмах-халапӗсене аса илчӗҫ. 1 тата 2 класра вӗренекенсем "Асамат кӗперӗ" юрӑпа савӑнтарни, 3 тата 4 класра ӑс пухакансем "Пукане" юрра илемлӗн шӑрантарни, улттӑмӗш класра вӗренекенсем "Ҫӗмӗрт ҫеҫки ҫурӑлсан" чӑваш халӑх юррине юрлани тата "Кориш вӗт" сценкӑра артистсем пек пултаруллă выляни, 7 тата 8 класра вӗренекен каччӑсемпе хӗрсем "Ай-хай улма йывăççи", "Вӑрманта, ҫырлара" юрӑсене янратни пурин кӑмӑлне те кайрӗ. Кашни вӗренекен паян хай чӑваш пулнишĕн мӑнаҫланса пӗлтерме пултарнине палӑртрӗ.