Паян Красноармейски салин Культура ҫуртӗнче "Туслӑх кӑшӑлӗ" ҫурхи вӑйӑ-юрӑ уявӗ иртрӗ. Унта муниципалитет округӗнчи шкулсенче вӗренекенсем тата кану ҫурчӗсем ҫумӗнчи фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ.
Вӑйӑ-юрӑ уявне хутшӑннӑ ушкӑнсем чӑваш халӑх юррисене шӑрантарчӗҫ, ача-пӑча вӑййисене выляса кӑтартрӗҫ. Уяв аслисемпе ачасем пӗрле вӑйӑ картине тӑрса юрланипе вӗҫленчӗ.Карай шкулӗнче ӑс пухакансем те ҫак уява хутшӑнчӗҫ, "Шӑнкӑр - шӑнкӑр шыв юхать" чӑваш халӑх юррине шӑрантарчӗҫ.
Ертӳҫисем: Журавлева М.М. тата Семенова О.К. вӗрентекенсем.